Интернетра информаци шыравĕ/Картсен сервисĕ

Wikibooks материалӗ

Картсен сервисĕ Интернетпа усă куракансене информацие кирлĕ тематикăпа тупма пулăшать. Социаллă картсем URL – шырав системин пайне кĕреççĕ.

Социаллă картсен пухмачĕ пĕрмаях ÿссе тата тулса пырать. Халĕ социаллă картсен ят-йышĕ Интернет-ресурсемпе тата проектсемпе ĕçлекенсене ытларах илĕртсе тăрать. Картсем патĕнче тĕп , çĕнĕрен те çĕнĕ Интернет канашĕсенИнтернет канашĕсен тенденцийĕ çинчен тупма пулать.

Социаллă картсен сервисĕ Интернетпа усă куракансем валли çĕнĕ мелсем уçать: пĕлĕмсене компьютерта мар – çыхăну сервĕрĕсенче упрама пулать. Çак тенденцисем паллă, мĕншĕн тесен юлашки вăхăтра пĕлĕмсене серверта упрама шанчăклăрах. Халĕ темиçе минутрах картсен сайтне уçса кирлĕ информацине чăрмавсăрах тупма пулать.

Картсен сервисĕ усăçсен кăмăлне çĕнсе илет,мĕншĕн тесен ресурсен шырав пулăмĕ татах та аванрах. Çак тенденци шырав системисеншанăçне пĕтерет. Сервисăн малашлĕхне каласа хума йывăр.

Социаллă картсем шырав спамĕсенчен хÿтеленÿ утăмĕ пулма пултараççĕ. Чи кирли – ăнсăртран сиксе тухнă пулăмсенчен сыхланни. Ăнланман сăлтавсене пула локоллă пухмачсен карчĕ çĕнетме май тупмасăрах ахалех çухалать.

Firefox тата Opera тишкерĕвĕсенче картсем ятарлă файлсенче упранаççĕ, меню карчĕ (Bookmarks) урлă тупăнаççĕ. Internet Explorer карчĕсем ярлык пек ятарлă папкăра Суйласа илнĕ (Favorites) пĕр ятлă меню урлă тупăнаççĕ.

Унсăр пуçне социаллă сервиссен карчĕсемпе усă курса Интернетра упрама тата юлташсемпе çыхăну тытма пулать.

Обществăлла картсем[тӳрлет]

—ку мелпе Интернет усăçĕсем пайланма, шырама, çĕнетме тата картсен web-ресурсĕсемпе ертсе пыма пултараççĕ. Тишкерÿ карчĕ сĕлтÿ страницисене упрать, усăç каярах кĕрсе курма пултарать. Уйрăмах, çакăн пек картсенчен социаллă картсем хытă диск çинче упранманнипе уйрăлса тараççĕ.

Ку технологийĕн Web 2.0 пысăк утăмĕ тата юлашки çул хушшинчесоциаллă картсен ÿсĕмĕ пысăк. Унран ытла вĕсем ÿссе пыраççĕ.

Ку вĕсен уйрăмлăхĕсене пула:

  • Картсене упрас ыйтăвĕсене сÿтсе яваççĕ, тĕслĕхрен, операци системине çĕнетесси,
  • Картсем патне кĕме ирĕк пани,
  • Ытти усăçсен карчĕсем патне кĕме ирĕк пани,
  • Картсене категорипе е паллăпа систематизацилени,
  • Юлташсемпе тата паллакансемпе юратнă сайтсемпе улшăнни.

Социаллă картсемпе ĕçлеме социаллă сервис карчĕсем пур. Çак сервисем меллĕ, интернетра çÿрев валли тата пĕр-пĕринпе картсемпе улшăнма кирлĕ.

Картсемсĕр пуçне, сервисем упрама, тулли каларăшсем тата пысăках мар текстсене хатĕрлеме май параççĕ. Социаллă картсем сайтра пысăк вырăн йышăнаççĕ.

Сервис карчĕсен тĕслĕхĕсем[тӳрлет]

  • Bookmark Base — картсен менеджерĕ.
  • GiveALink.org

Вырăс чĕлхин сервисĕ:

  • Mister Wong
  • memori.ru
  • toodoo.ru
  • bobrdobr.ru
  • zakladok.net
  • redkum.com
  • myscoop.ru
  • moemesto.ru
  • webmarks.ru

Акăлчан чĕлхин сервисĕ:

  • Delicious
  • reddit.com
  • digg.com
  • diigo.com
  • ShareThis
  • Blinklist.com
  • simpy.com
  • Roboform — веб-сайтăн пĕлĕм формисене картсен тишкерĕвĕ çинче упрама пултаракан программа.

[тÿрлет]

Пĕр сервĕрĕ çинчен тĕплĕнрех[тӳрлет]

Memori.ru сайтăн сервисĕпе усă курсан:

  • Картсене интернетра упрани сире тĕрлĕ компьютертан хăвăр картсем патне кĕме ирĕк парать. Ĕçре тата килте, Раççейре е Америкăра алăр айĕнче хăвăрăн коллекци пулать.
  • Картсене юлташсемпе, паллакансемпе, ĕçтешсемпе пайлама е улăштарма пулать.

Memori.ru çинче аккаунт пуррипе юлташăрсем патне сĕлтÿ çине карт ярса парса хăвăр пирки пĕлтерме пултаратăр. Картсем сирĕн юратнă сайтсем çинчен калаççĕ.

  • Çĕнĕ интереслĕ сайтсем тата пĕр шухăшлă çынсем тупатăр.
  • Тэг пулăшнипе картсене систематизацилеме пултаратăр. Пĕлетĕр ĕнтĕ, «тэгсем» —эсир суйласа илнĕ тĕп сăмахсем. Вĕсем картсене майлама пулăшаççĕ. Ахаль папкă çĕнетес тата картсем хăварас вырăнне(тишкерÿре пулса иртни пек) Memori.ru çинче кашни карта темиçе тĕп сăмах палăртатăр. Юлашкинчен хăвăр сĕлтÿри коллекцие çăмăлрах та хăвăртрах тупма пултаратăр.
  • Кашни карт валли категори лартатăр, урăхла каласан сирĕн картсене ытти усăçсенчен кам курма пултарнине хăвăрах палăртатăр.

Йышпа картсен операцине тăвайратăр, урăхла каласан тасатма е улăштарма уçă/хупă картсене пĕччен анчах мар,йышпа майлаштарма пултаратăр. Çак мел Memori.ruна ытти сервиссенчен уйăрса тăрать.

Кĕперсем[тӳрлет]