Контент патне куҫ

Joomla!/Joomla! ĂМС-не ертсе пыни

Wikibooks материалӗ

Joomlан чи усăллă функцийĕсенчен пĕри — сайта çăмăллăн тытса пыма (йĕркене тытса пыма) май пурри. Сайта тытса пымалли пĕтĕм функцисем тенĕ пекех Joomlăн управлени панелĕнче пур. Çакă сайтăн ăшлăхне тата конфигурацине Çĕр пичĕ çинчи кашни Интернета кĕме май пур вырăнтан тӳрлетме май парать. Сайта йĕрке тытса тăракан (администратор) интерфейсĕ пулăшнипе ертсе пыма май çук пулсан, эсир стандартлă MySQL-утилитсемпе усă курма пултаратăр.

Joomla!-сайтăн йĕрке тытса тăракан интерфейсĕнче кашни яваплăх зонин хăйĕн менеджерĕ пур. Калăпăр, Шаблон менеджерĕ пĕтĕм шаблонсемпе ĕçлет, Сайта кĕрекенсен менеджерĕ вĕсен сăнав ят-йышĕсене лартса тултармаллипе ĕçлет. Пĕтĕм Joomla! менеджерĕсене виçĕ категорине уйăрма пулать: дизайна тытса пыни, материалсемпе ĕçлени тата система ĕçне ертсе пыни.

Дизайна тытса пыни

[тӳрлет]

Сирĕн сайтăн дизайне темиçе фактор палăртать. Пуринчен малтан, ун çине шаблон витĕм кӳрет. Шаблон сайтăн пĕтĕм страницисем валли графикăн тата тĕсĕн тĕп кĕввине, шрифта палăртать (хăш-пĕр анлăлатусем, калăпăр, Simple Machines Forum (SMF) хăйсен тĕп кĕвĕн майлаштарăвĕсене усă кураççĕ пулин те), çавăнпа та Шаблонсен менеджерĕ ыттисенчен ытларах сайтăн дизайн витĕмне кÿрет.

Шаблонсăр пуçне сайтăн тул енне суйласа илнĕ чĕлхе нумай витерет. Тĕслĕхрен, китай чĕлхи е сылтăмран сулахаялла вуланакан чĕлхесем (Joomla! терминсен пуххинче ун пек чĕлхесем RTL — right to left ятлă) сайт тулашне самаях улăштарма пултараççĕ. Сайтри чĕлхене Чĕлхесен менеджерĕпе улăштарма пулать.

Шаблон менеджерĕ

[тӳрлет]

Шаблонсен менеджерĕ йĕрке тытса тăракана каламасăр хăвармалли шаблон суйласа илме, çаплах шаблонăн тĕп файлне, уйрăм паллăсен (стильсен) таблицине тата урăх файлсене улăштарма май парать. Апла пулсан, сире текст редакторĕ тата сайт патне FTP-пымалли кирлĕ мар — эсир кирлĕ чухне Joomla! пулăшнипе шаблонсене улăштарма пултаратăр.

Шаблон менеджерĕпе епле ĕçлемелле

"Шăши" кăтарткăчне шаблон ячĕ патне илсе пырăр, вара эсир çак шаблона суйлас пулсан сирĕн сайт мĕнле пулассине курăр. Шаблон ячĕ çине шаклатсан эсир конфигураци чÿречине куратăр. Кунта шаблонăн пĕтĕм тĕп виçисене (параметрĕсене) улăштарма пулать, вĕсен хушшинче XML-дескриптортан илнĕ шаблонăн кĕске сăнарне те.

Шаблонăн пĕтĕм майлă виçисем Виçесем облаçре сăнарланаççĕ. Шаблон хăшпĕр менюсем патне, менюсен уйрăм пункчĕсем патне, пĕтĕм кăкарман статьясем патне çыхăннă, е пачах та меню çумне çыхăнман пулма пултарать. Шаблона пĕтĕм меню пункчĕсем патне кăкарас тесен сирĕн Шаблон менеджерĕн тĕп страницинче суйласа илнĕ шаблона каламасăр хăвармалли (яланхилле) шаблон пек лартмалла.

"HTMLа редакциле" кнопка çине пуссан эсир ахаль текст редакторне куратăр. Ку редакторăн "синтаксис подсветки" евĕлĕ ятарлă функцисем çук, шырав тата улăштару функцийĕсем те çук. Ăна урăх текст редакторĕ çук чухне пĕчĕк улшăнусем тума çеç палăртнă.

Çаплах эсир шаблонăн HTML-файлĕсене йĕрке тытса тăракан интерфейсĕнченех редакцилеме пултаратăр.

Уйрăм паллăсен таблицине (CSS-файла) редакцилеме "CSS редакциле" тӳмене пусăр. Енчен те шаблонăн темиçе CSS-файл пулсан, сире редакцилемелли файла суйласа илме сĕнĕç. Ят-йышра каталогри пĕтĕм CSS-файлсем \ суйласа илнĕ шаблонăн CSS-файлĕсем пулĕç, XML-файлра кăтартнисем кăна мар.

Сире шаблон файлĕсене улăштарма кирлĕ те пулмĕ пулĕ, мĕншĕн тесен пĕр шаблон килĕшмесен эсир ăна редакцилесси çине вăхăта сая ямасан та пултаратăр — урăх шаблон суйлатăр кăна.

Чĕлхе менеджерĕ

[тӳрлет]

Чĕлхе менеджерĕ сирĕн Joomla-системинче пур чĕлхесене лартма май парать. Пĕтĕмпе Joomlăра 40 чĕлхерен ытла. Сайта тытса тăракан пĕтĕм сайтпа усă куракансем валли каламасăр хăвармалла чĕлхе лартма пултарать. Анчах регистрациленнĕ хыççăн кашниех сайта пăхса тухма хăйне кирлĕ чĕлхе суйлама пултарать.

Joomla! — чи нумай чĕлхеллĕ хушăмсенчен пĕри. Çакна пула Joomlăна тĕрлĕ чĕлхесем çине тĕрĕс куçарнине тĕрĕслекен ятарлă ушкăн та туса хунă. Çав ушкăнах Joomlăн чĕлхе плагинĕсене çĕнетет тата тӳрлетет. Joom!Fish ([1]) — Joomlăн чи сарăлнă аслăлатăвĕсенчен пĕри, вăл нумай чĕлхеллĕ ăшлăха тытса пыма май парать. JoomiFish, алă вĕççĕн пулин те, сайтăн мĕн пуррине куçарма тата пĕтĕм куçарусене хыпар пухмачĕнче усрама ирĕк парать. Хушса тунă аслăлатусем пулăшнипе статика текстне те куçарма пулать, вара вăл сайт çинче усă куракан суйланă чĕлхепе курăнĕ.

Чĕлхе менеджерĕ сире нумай чĕлхеллĕ сайта тытса пыма ирĕк парать, çĕнĕ чĕлхесене вара Аслăлатусен менеджерĕ урлă лартмалла. Вырнаçтарнă хыççăн çĕнĕ чĕлхе Чĕлхе менеджерĕнче тухса тăрать те лартса тултарма юрăхлă пулать. Чĕлхе менеджерĕ сайтăн тата йĕрке тытса тăраканăн интерфейсĕсем валли каламасăр хăвармалла чĕлхе суйлама май парать. Асăрхăр: сайтăн тата тытса пымалли панелĕн чĕлхисем расна пулма та пултараççĕ.

Материалсемпе ĕçлени

[тӳрлет]

Уйрăмсен тата категорисен менеджерĕсем пулăшнипе çĕнĕ статьясем валли уйрăмсемпе категорисем тунă хыççăн эсир материалсемпе ĕçлемелли вăхăтран нумайăшне Материалсен менеджерĕнче иттеретĕр. Тĕп страницăн менеджерĕ сайтăн тĕп страницин пĕтĕм ăшлăхне тытса пыма май парать. Медиаменеджер эсир статьясенче усă курас медиафайлсене (ÿкерчĕксене, сасăсене, Flash-роликсене т. ыт. те) тиеме тата вĕсене тытса тăма ирĕк парать. Карçинкка менеджерĕ "кăларса пăрахнă" ăшлăха улшăнми тасатуччен упрать.

Материал менеджерĕ

[тӳрлет]

Материал менеджерне категориленĕ тата категорилемен статьясем тăвассипе кăна усă курмаççĕ. Унăн урăх чи кирлĕ функцийĕсенчен пĕри — материалсене архивлама пултарни.