Алина Тайпи сăввисем
Курӑнакан калӑплав
Алина Тайпи
Çĕнĕ çул çитет
- Çĕнĕ çул çитет, кивĕ çул иртет,
- Хĕл мучи парне-сарне хатĕрлет.
- Васкать инçетрен, ачасем патне,
- Çитес ,тет, хуласене, ялсене.
- Юр кĕрчĕсем урлă ашса çитет,
- Çĕр çинчи пур çын та ăна кĕтет.
- Кивĕ çул иртет, иртет-
- Нуша-тертне хÿтерет.
- Çĕнĕ çул çитет, çитет-
- Телейне пире кÿрет.
- Шап-шурă юр пĕрчи йăлтăртатать,
- Илĕртÿллĕн куçа йăмăхтарать.
- Сип-симĕс чăрăшĕ капăрланнă,
- Тĕрлĕрен тетте ун çине çакнă.
- Чăрăш тăрринче çăлтăр çутатать,
- Çĕнĕ çул çине çуттине сапать.
- Кивĕ çул иртет, иртет-
- Нуша-тертне хÿтерет.
- Çĕнĕ çул çитет, çитет-
- Телейне пире кÿрет.
Ĕмĕр çав-çавах иртет
- Çĕр ĕçченне кантарса -
- Каç пулать.
- Ир те çитет,
- Хĕвел тухать çутатса,
- Каллех çĕнĕ кун иртет.
- Пĕрне-пĕри ăнланса
- Пурăннине мĕн çитет?!
- Ларас мар-ха кулянса,
- Ĕмĕр çав-çавах иртет.
2011 ç., кăрлач, 31.