Интернетра информаци шыравĕ/Хыпарсене шырани

Wikibooks

Чи малтанах çынсем Интернетра хыпарсене ятарлă Интернет-МИХ сайчĕсенче шыранă. Паянхи куна шырав системисен хыпар сервисĕпе те усă кураççĕ.

Чăваштет[тӳрлет]

Чăвашла çырнă е чăвашсен пурнăçĕпе çыхăннă хыпарсемпе Интернетра тĕрлĕ сайтсенче паллашма пулать.

Smi21.ru[тӳрлет]

Чăваш Республикинчи тухакан хаçатсен пичетленнĕ хыпарсене Smi21.ru сайчĕнче вырнаçтараççĕ. Информаци кивелсен ăна архива куçараççĕ.

Hypar.ru[тӳрлет]

"Хыпар" хаçатĕнче пичетленнĕ хыпарсене Hypar.ru сайчĕнче вырнаçтараççĕ. Информаци кивелсен ăна архива куçараççĕ.

Suvar.su[тӳрлет]

"Сувар" хаçатĕнче пичетленнĕ хыпарсене Suvar.su сайчĕнче вырнаçтараççĕ. Информаци кивелсен ăна архива куçараççĕ.

Chuvash.org[тӳрлет]

Кашни çын чăвашла, вырăсла, акăлчанла, эсперанто чĕлхипе çырнă хыпарсене Chuvash.org сайтĕнче вырнаçтарма пултарать. Информаци кивелсен ăна архива куçараççĕ.

Cap.ru[тӳрлет]

Чăваш Республикин влаç органĕсен официаллă порталĕнче республика шайĕнче пулса иртнĕ хыпарсене вырнаçтараççĕ. Информаци кивелсен ăна архива куçараççĕ.

Рунет[тӳрлет]

Яндекс.Новости[тӳрлет]

Хальлĕхе Рунет шырав системисен шутĕнче нумайĕшĕн хыпарсен сервисĕ пур. [[w:Яндекс.Новости| Яндекс.Новости] - Раççейри чи пĕрремĕш автоматика тишкерĕвĕпе систематизаци хыпарĕсен служби. Пĕлтерÿ тĕлĕшĕпе пĕрлештернĕ хыпарсене компьютер программипе тишкереççĕ, тĕп тепăна палăртаççĕ. Сайта тĕнче тата Раççей шайĕнче пулса иртнĕ хыпарсене тăратаççĕ. Хыпарсене сайта хăвăрт вырнаçтарса лартни, тĕрлĕ хаçат шухăшĕсене уçса пани, вулакана интереслентерекен хыпарпа тĕплĕнрех паллашма май парать. Унсăр пуçне, актуаллă заголовоксемпе аннотацисене компьютер программипе тишкерни пур.

[[w:Яндекс.Новости|Яндекс.Новости] сайчĕнче кашни 24 сехет хушшинче хыпар çĕнелсе тăрать.

Сайтра çĕнĕ тата архиври 2000 çулхи информаци хыпарĕсене шырав мелĕпе тупма пулать. Тишкернĕ материалсем хушшинче массăлă информаци хатĕрĕсенчи чи популярлисене палăртаççĕ.

Google[тӳрлет]

2002-мĕш çулта Google çĕнĕ сервис "Google хыпарĕсем" уçнă. Вăл чи популярлă информаци сайчĕсенчен хыпарсене пуçтарать - BBC, CNN, Guardian, Washington Post тата ытти те.

Кĕперсем[тӳрлет]