Интернетра информаци шыравĕ

Wikibooks
Интернетра информаци шыравĕ.jpeg

Интернетра информаци шыравĕ.

Ку ирĕклĕ викихайлавра Интернетри шырав пирки калаçу пырать. Сирĕ, йăнăшсене тÿрлетме тата пур страницăсене çĕнетме пулăшу ыйтатпăр, çĕннисене те хушма сĕнетпĕр.

Интернетра çынсем маларах е хальхи вăхăтра çырнă пин-пин информацисем самай пухăнă. Интернетри информацин пысăк пайĕпе пурте палашма ,тĕнчери информаци агентствисенче ĕçлекен журналистсем те пĕр танах усă курма пултараççĕ. Профессионаллă журналистсен информацие пуçтарас тата тĕрлĕ çĕре салатас монополине Интернет чакарать. Интернет урлă кашни çын хăйĕн телефонĕнчен е фотокамера çинчи информаци материалне аудитори патне çитерме пултарать. Маларах çынсем пĕр-пĕринпе ытларах хаçат-журнал урлă çеç çыхăну тытнă. Халĕ вара Интернет урлă çĕнĕ хыпарсемпе паллашма чылай меллĕрех. Çакă журналистсен ĕçне те çăмăллăх кÿрет.

Интернетра кирлĕ информацие тупас тесессĕн унăн вырнаçнă адресне е инофрмаци паракан усăçне пĕлмелле. Енчен те адреса та, пире пулăшма пултаракан çынна та тупаймасан, çакăн пек ыйтусем памалла: "Информаци вырнаçнă адреса мĕнле тупмалла?" Е "Пире информаци шыравĕпе пулăшма пултаракан çынна мĕнле тупмалла?". Çапах та чи лайăх кăтартусене он-лайн тата оф-лайн шырав меслечĕсем пама пултараççĕ.

Интернетра тата Интернет урлă йĕркеленĕ шырав меслечĕсем чылай. Вĕсенчен хăшне суйласси пирĕн тĕллеврен килет.

Шырав ăнăçлăхĕ эпир мĕнле меслетпе усă курнинчен, тĕрлĕ халăх чĕлхисене пĕлнинчен, кирлĕ çынсемпе çыхăну тытнинчен палăрать.

Çак кĕнеке журналистсене те Интернетпа ытти усă курăкансене кирлĕ пулма пултарать.

Кирлĕ информацине ăçта тупмаллине тата мĕнле шырамаллине пĕлмелле.

Çавăнпа та шырав йĕрки виçĕ ыйту патне илсе çитерет: «Мĕн шыратпăр?», «Ăçта шыратпăр?», «Мĕнле шыратпăр?».


Кĕрет тата кĕрет мар шырав ыйтăвĕсем пулаççĕ. Кĕрет ыйтусенче шырав обьекчĕсем конкретлă палăраççĕ. «Паян мĕнле çанталăк?», «халĕ мĕн те пулин кирли пулса иртет-и?», «хулара траспортпа иртсе çÿреме пулать-и?» çакăн йышши кĕрет мар ыйтусенче е А. С. Пушкинăн «Вилнĕ патша хĕрĕпе çичĕ паттăр çинчен юмахри» «Тĕкĕрĕм, çуттăм маннăн! каласам», «Пур тĕрĕслĕхе уçсам:», «Пуринчен эп чи чиперри-и,» «Пуринчен чи хитри-и?» йĕркесенче шырав обьекчĕ конкретлă палăрмасть.

Шырав ыйтăвĕсем кирлĕ шырав йĕрки тĕлĕшĕнчен пайланаççĕ. Шырав йĕркисен пĕрремĕш ушкăнĕ информацин линейлă шыравĕ валли кăна. Вăл панă фрагмент евĕррисене текстсенче тупма пулăшать. Çавăнпа та ыйтура текст фрагменчĕ пулмалла. Йĕркесен иккĕмĕш ушкăнĕ ĕскерсем (обьектсем) хушшинчи çыхăнусене уйăрма май парать, çавăнпа та çакă ыйтура вăл е ку ĕскерсем хушшинчи çыхăну çинчен çырма хушать.

Шырава йĕркелес тесессĕн чи малтанах ĕскер шыравне тата мĕнле информаци тупмаллине палăртмалла. Енчен те ыйту çине тÿрех хурав тупма пулмасть пулсан шырава тĕрлĕ ĕскерлĕ тĕллевсем çине пайламалла. Шырав йĕркелĕвĕнче инфомаци тĕсĕсен шайлашăвне пурнăçламалла.

Тĕслĕхрен, енчен те пĕр-пĕр компание кăтартмалла пулсан фирма çинчен каланă стандартлă хаклава кăна мар, унăн пĕрремĕш сăнĕсен çыхăнăвĕсем çинчен те информации тăратмалла. Е тепĕр майлă - фирмăна ертсе пыракан е унта вăй хуракан çынна компании урлă хак пама пулать.

Кирлĕ информации вырнаçма пултарнă файлсен пулма пултаракан тулашлăхĕсене (формачĕсене) палăртмалла. Çакă html-страница, txt, rtf, odt, doc е docx тулашлăхсенчи текстлă хаклă хутсем, pdf хаклă хут, odp, ppt е pptx тулашлăхсемпе хатăрленĕ презентации, ods, xls е xlsx тулашлăхлă электронлă тапăл, mp3 тулашлăхлă тапăл, swf тулашлăхлă flash-ролик, avi тулашлăхлă видео е т. ыт. те пулма пултарать.

Шалаш[тӳрлет]

Мĕн шыратпăр?[тӳрлет]


Ăçта шыратпăр?[тӳрлет]

Мĕнле шыратпăр?[тӳрлет]

Тĕрлĕ[тӳрлет]

Кĕперсем[тӳрлет]

  • Ку темăпа Mind-карта
    Интернетра информаци шырасси.jpg