Интернетра информаци шыравĕ/Википедире шырани

Wikibooks материалӗ

Википедире сире кирлĕ информаци шырас тесен "Куç" тата "Шыра" тÿмесемпе усă крмалла.

Статьясене уçă сăмах урлă тупас тесен, çак сăмахсене шырав йĕрĕ ăшне çырăр та "Шыра" тÿме çине пусăр. Эсир шыравăн тупнă станици çине тухатăр. Унта ытти статьясем хушшинче кирлĕ статьяна суйласа илме пултаратăр.

Ĕç-хĕл категорисен статьисене шырас тесен тĕп страницăран кĕмĕлле.

Статьяра пĕрремĕш пуçару умĕн "Тупмалли" вырнаçтарнă. Тупмалли пире статья ăшлăхне кăтартать тата кирлĕ раздел патне куçма пулăшать.

Статьян малтанхи версийĕсене Истори каçăм урлă, тÿрлетÿ ятлăхĕнче тупма пулать. Çавăн пекех унта автор ятне тата тÿрлетне вăхăта кăтартнă. Çак пĕлтерÿсем пĕтемпех яланлăха Википеди серверĕ çине çырăнса юлаççĕ, вĕсене улăштарма пулмасть.

Ас тăвăр, Википедине кашни кĕрекен тÿрлетме пултарать, çавăнпа статья ĕненмелле мар пулсан, унăн авторĕ пирки пĕлме ан кахалланăр; маларах çырнă статьяра эсир сисмен йăнăш тăма пултарать. Авторсем çине е статьясем çине пăхса, пĕтĕмĕшле Википеди çавăн пек тесе ан шутлăр.

Эсир тÿрех страница ятне пĕлетĕр пулсан, статья ятне шырав йĕрĕ ăшне çырăр та "Куç" тÿме çине пусăр.

Википедири пĕтĕм станицăсен адресĕ: http://cv.wikipedia.org/wiki/страница ячĕ.

Википеди тĕп страници айăнче "Ятарлă страницăсем" каçăм пур. Ун урлă эсир "Ятарлă страницăсем" ятлăхне куçатăр, унта эсир хăвăра мĕн кирлине тупма пултаратăр.

1-мĕш хăнăхтару: Шупашкар страници çине адрес йĕрĕ урлă куçмалла. Браузерĕн йĕр çине тÿррех ятне çырмалла.

2-мĕш хăнăхтару: Шупашкар страници çине "Куç" тÿмепе усă курса куçăр.

3-мĕш хăнăхтару: Шырав йĕрĕ ăшне пĕр-иккĕ уçă сăмах çырăр та Шыра тÿме çине пусăр.