Интернетра информаци шыравĕ/Афиша шырани

Wikibooks

Афиша- плакат формиллĕ е пысёк калăпăшлă пичет рекламин тесктлĕ информацин пуçламăшĕллĕ пĕр средстви. Уйрăмах афиша тесе халахлă вырăнсенче пулса иртекен мероприятисем пирки çакнă объявленине калаççĕ.


Google[тӳрлет]

Googleĕн вырăсла сайтĕнче киносеансем тăрăх шырав йĕркеленĕ сервиспа усё курас тесен шырав системин тĕннине кино ячĕпе хăвăрăн хула ятне кĕртмелле: тĕслехрен «антикиллер москва», çулте, тĕп результатсем тăрринче, менле кинотеатарта тата миçере çак фильма кăтартни пирки кашни кинотеатр валли информаци тухса тăрать.

Унсăр пуçне сылкăпа пырсан усă куракан Googleĕн картисем çинче суйласа илнĕ кинотеатр таран каймалли схемине тупма тата ăна пичетлесе кăларма пултарать.

[Google Movie Onebox] тата çак фильм пирки хушма информаци тупма май парать – тĕслĕхрен: критиксен шухăшĕсем тата усă куракансен рейтингĕсем. Енчен те эсир менле кино пăхассине суйламан пулсан шырав системин тĕнниче «фильм» сăмах тата хăвăрăн хула ятне пухмалла та сирĕн хулара кăтартакан филмсене тупмалла.

Ģыхăну тытакан хуласен тулли списёкĕ: Волгоград, Воронеж, Екатеринбург, Иркутск, Казань, Калининград, Краснодар, Липецк, Москва, Мурманск, Нижний Новгород, Новосибирск, Пермь, Петрозаводск, Ростов-на-Дону, Самара, Санкт-Петербург, Сочи, Ставрополь, Тула, Уфа, Челябинск, Ярославль.


Хуласем тăрăх шырасси[тӳрлет]

Шупашкар хулинче пулса иртекен концертсен, выставкăсен, спетаклсен тата ытти культурăллă мероприятисен афишисене Чăваш Енĕн Культурин провайдер сайтĕнче вырнаçтарнă. Сайтăн тĕп страницинче çитес кунсенчи мероприятисен анононсĕсене тупма пулать.


Кĕперсем[тӳрлет]