Интернетра информаци шыравĕ/Ĕç шырани

Wikibooks материалӗ

Паянхи кун ĕç вырăнне Интернетра шыраса тупнинчен ним тĕлĕнмелли те çук. Ятарласа уçнă интернет-сайтсенче ĕç вырăнĕсене пĕр чăрмавсăр тупма пулать. Шыравчçăсем çĕнĕ вакансисене кашни кунах çак сайтсенче тата вакансии рассылкисем çинче тĕрĕслесе тăма пултараççĕ. Кунсăр пуçне тата хăвăр резюмене те вырнаçтарма май пур.

Job.ru- Раççейре ĕç тата ваканси шыракансем валли йĕртсе пыракан ресурс. Вăл Сетре 1996-мĕш çултанпа пулса кайнă, 2000 çултан вара «Пронта-медиа» холдинг издательствин рамкипе аталанать. Job.Ru – пользовательсене ĕç тата ваканси шыранă чухнехи процесс вăхăтĕнче туллии контроль парать. Çак тĕллевпе тĕрлĕ инструментсемпе серверсем пăхса хунă.

Работа.ру — тĕрĕс тата хăвăрт ĕç тупма пулăшакан сайт. Кашни кунах работодателсем Раççейри тĕрлĕ хуласенчен 1500 патнех вакансии объявленийĕсене пичетлеççĕ, ĕç шыракансем вара 1700 ытларах та вырнаçтараççĕ. Хальхи вăхăтра Ĕç.ру сайтра 33 пине яхăн вакнси шутланса тăрать.

Кунсă пуçне çак сайтра тĕрлĕ ыйтусем çине хуравсем те тупма пулать.Сайт форумĕнче сотрудниксем, работадательсемпе экспертсем пĕр пĕринпе чăрмавсăр тĕрлĕ ыйтусемпе канашсем сÿтсе яваççĕ.

w:Вакансия.ру - Çак проекта 2003 çулта çěнě ěç шыракансене, тата ěç паракансем вали уçнǎ."Ваканси.ру" сайтра вакансипе резюме пирки пěлтеру, тулевпе тата тулевсěр вырнаçтарма пулать. Çак порталта Раççей Федераци кадровой агенствине тулевсěр пěлтерусем вырнаçтарма май парать, кунсǎр пуçне кадровой агенстви информации рекламине те кирле партала ховарма килешет. Çк сайтра – лайǎх енсенчен пери – чылай адресěсене пěр чǎрмавсǎр аса юлма пулать, çавǎнпа та хǎвǎра кирлě портала хǎвǎрт тупатǎр.

w:ActualJob — ěç шыракансене вуншар пин тěрлě тěслě ěç вырǎнсем тупса пама пулǎшать. Сайта пǎхса тǎракансем кашни кунах сайта çěнěтсе тǎраççě, вěсем тěрěсрех пулчěр тесе вǎй хураççě.


Кĕперсем[тӳрлет]

Ĕç шырани