Интернетра информаци шыравĕ/Кĕнекесене тата кĕнекесенче шырани

Wikibooks

Юлашки вăхăтра кĕнекесем тата наука публикацийĕсем патне шырас интерес ÿсеть.Кĕнекесенче шырани сервиса хăшпĕр кĕнеке издательствисемпе пĕрле пĕремĕш Google уçнă. Халĕ вăл Google Book Search ятлă. Вăл нимĕç,акăлчан,француз тата итальян чĕлхесемпе çырнă кĕнекесене шырать. Рунетра çавăнпекех сервиспа Scholar.ruсайт усă курма май парать.

Кĕнекесен шыравĕ веб-шыраври пекех иртеть. Кĕнеке шыравĕ Google страницăра сире кирлĕ кĕнеке ятне çырăр та "Кĕнеке шыра" тÿмене пусăр. Google сирĕн шырав ыйтăвне тупнă кĕперсене кăтартать.

Кĕнеке кăларакан килĕшсен тата автор прависенпе хÿтĕленмен кĕнекесене пăхма пулать, асран-тĕсрен вулама та пулать. Ирĕк илме пулнă кĕнеке PDF-версине тиеме пулать.