Интернетри информаци шыравĕ/Файл шыравĕ

Wikibooks материалӗ

Интернетри информацин пысăкрах пайĕ хăнăхнă html страницăсенче мар, урăхларах форматлă файлсенче упранать. Кунта ÿкерчĕксем, юрă-кĕвĕ, видео тата ытти тĕрлĕ информаципе паллашма пулать.

Файла шыранă чухне унăн тĕрĕс ячĕ паллă пулсан, ăна тÿрех шырав системин тĕннине лартса тупма май пур. Файлăн тĕрĕс ячĕ паллă пулмасан ун тĕсне е эпир пĕлнĕ пĕр евĕрлĕ ятне палăртса, кĕске сăнлавне кăтартса тупма пулать.

Тĕслĕхрен, пире SuperOffice ятлă офис пуххинчи qwer.dll ятлă файл кирлĕ. Программине вырнаçтаракан компакт-дискра çак файл пăсăлнă, çавăнпа та система унсăрăн программăна вырнаçтараймасть.

Браузера уçса шырав системин сайтне кĕрĕр те qwer.dll тупма ыйтăр.