Интернетра информаци шыравĕ/Телепрограмма шырани

Wikibooks материалӗ

Тĕрлĕ тĕлеканалсен телепрограммисемпе паллашма пулать вĕсен веб-сайчĕсенче. Унсăр пуçне ятарлă сайтсен сервисĕсемпе усă курма пулать. Тĕслĕхрен, телеканал "Россия" телепрограммине телекомпанийĕн хăйĕн сайтĕнче Rutv.ru тата Vida.ru сайчĕсенче тупма пулать.

Яндекс.Телепрограмма[тӳрлет]

Яндексри телепрограмма сайчĕ пĕтĕм Раççейри тата вунă регионаллă, спутниклă каналсен программисене кăтартать.

Сайтра тĕп программăсен каналĕсене тата ытти çершывсенчи вырăсла каналесене кăтартнă. Передачăсен расписанине вырăнти вăхăтпа панă. Хăвăрăн телевизорти каналсен программине пăхса тухас тесен настройкăсен страницине кĕрсе кирлĕ каналсене суйламалла е кирлĕ пулсан - вещани регионне улăштармалла.

Тепĕр эрне валли программа эрне кун пичетленеть.

Телепередачăсен расписанипе анонсĕсене <<Норэм>> издательство çуртĕнчĕ çырса хунă(www.vidia.ru).

Vidia.RU[тӳрлет]

Vidia.RU- "Норэм" издательство çурчĕн компанийĕн пĕрремĕш проектсенчен пĕри. Интернетра 2000-мĕш çулта çуралнă.

Vidia.ru тĕллевĕ Интернетри çук япаласене ТВ прогаммăсене кĕртни. Сайтсенчен нумайăшĕ усă куракансене ТВ программăсене пăхса тухма май параççĕ, анчах та вĕсем телепередачăсем çинчен, фильмсем çинчен, программăсем çинчен тулли информаци памаççĕ.

"Норэм" издательствă çурчĕ ЗАО "Сервис-ТВ" интернетри офицаллă представитĕлĕ шутланать.

Чăваш Республикин Интернет-курăмĕ[тӳрлет]

[w:Чăваш Республикин Интернет-курăмĕ|Чăваш Республикин Интернет-курăмĕ] сайтĕнче онлайăн-курăмпа усă курса "ГТРК "Чувашия" телекăларăмсен тата радиокăларăмсенпе паллашма пулать е архиври тата халь пыракан теле- тата радиокăларăмсемпе пăхса тухма пулать.

Кĕперсем[тӳрлет]