Интернетра информаци шыравĕ/Реферат шырани

Wikibooks материалӗ

Пĕр-пĕр темăллă реферата тупас тесен тĕрлĕ веб-сайтри каталогсемпе усă курма пулать. Çак каталогсем рефератсене ирĕклĕн куçарса илме май параççĕ.

Яндекс.Каталог[тӳрлет]

«Яндекс.Каталог» каталогра реферат сайчĕсен Каталог ► Учеба ► Учебные материалы ► Рефераты пайĕнче вырнаçнă.

Каталог@MAIL.RU[тӳрлет]

«Каталог@MAIL.RU» каталогра реферат сайчĕсен Наука и образование ► Рефераты пайĕнче вырнаçнă. Вĕсене тата пулма пултаракан темисемпе пайланнă.

Банк Рефератов[тӳрлет]

Реферат шыракан ятарлă веб-сайтсенчи шыракан сервис пĕр пек ĕçлет. Тĕслĕхшĕн, реферат шыракан сайтра «Банка Рефератов» пĕр темăна шыраса пăхар.

Шырава икĕ майпа ирттермĕ пулать.

Пĕрремĕш мелĕ. «Банк Рефератов» сайта кĕрсе сайтăн тĕп страницăн сулахай енчи шырав кĕпер тÿмине пусăр. Ун хыççăн шырав тĕннине реферат темине çырăр. Enter тÿмине пусăр. Сайт сирĕн ыйту евĕрлĕ рефератсен ячĕсене кăтартĕ. Енчен вĕсен хушшинче сире кирлĕ реферат пулсан, эсир ăна илме пултаратăр.

Иккĕмĕш мелĕ. «Банк Рефератов» сайта кĕрĕр те тĕп страницăн сулахай енчи наукă пайĕсен кĕпер тÿмине пусăр. Рефератпа килешÿллĕ наукă пайне суйласа илĕр.

Рефератсен ячĕсене алфавит йĕркипе çырнă. Енчен вĕсен хушшинче сире кирлĕ реферат пулсан, эсир ăна илме пултаратăр.

Кĕперсем[тӳрлет]