Курак яшки
Курӑнакан калӑплав
Авал:
Çуркунне, какай пĕтсен, купăста вăхăчĕ иртсен, ял çынни серте яшки çине куçнă. Чăвашсен чи юратнă, хăнăхнă апачĕсенчен пĕри пулнă вăл. Ăна какайпа та /юлнă пулсан/, хăй хальлĕн типĕлле çĕр улмипе кăна та пĕçернĕ. Ун пек чух пиçес умĕн хурана çăмарта лăкаса янă. Сĕтел çине антарса лартсан яшкана хăймапа "сăн" кĕртнĕ, симĕс сухан тураса янă. Хăш-пĕри уйран юрнипех çырлахнă. Çак вăхăтран пуçласа хресчен çăвĕпех курăк яшки çинĕ.