Контент патне куҫ

Сăра вĕретесси

Wikibooks материалӗ

Хальхи вăхăтра

Мантан пĕр савăтпа шыв вĕретмелле. Кайран тепĕр савăтра салатне /выр. солод/ хатĕрлеççĕ: салат çине шыв ярса пăтратаççĕ, шӳтереççĕ. Салата нимĕр, пăтă евĕр пуличчен хатĕрлемелле. Хатĕр салата вăретнĕ шыв çине яраççĕ те вĕретеççĕ /сарă сăн таран/. Вĕренĕ хыççăн сăрăхтараççĕ. Тепĕр савăт çине ярса хăмлине вĕретмелле. Хăмли лайăх пиçчĕр тесен пĕр сехет патнелле вĕретмелле /хуранта вĕретнĕ чухне хăмлаллă кăпăкĕ пĕр çĕре пухăниччен вĕретмелле/. Сăрăхтармалла. Юлашкинсен вара хăмла шывĕпе салат шывне хутăштармалла та /кама мĕнле килĕшет — çав пайсемпе. Хăмла шывне нумай ярсан — сăри йӳçĕрех пулать/ савăта ярса лартмалла.Салат валли халĕ пасарсенче сутаççĕ.

Авал

Авал салатне килте хатĕрленĕ. Ун валли тырăна кăмака çине сарса хунă та пылак шывпа сапса шӳтернĕ. Шăтнă хыççăн вара авăрланă.

Пĕлмешкĕн

Шăтнă тырăна халĕ пасарта та сутаççĕ.