Контент патне куҫ

Тĕрĕсем

Wikibooks материалӗ

Терĕ чăваш эрешĕн чи лайăх тĕслĕхĕсенчен пĕри шутланать. Хальхи тĕрĕ, унăн мелĕсем, тĕрлĕ тĕслĕ çипсемпе усă курасси — çаксем пурте халăхăн ĕмĕрхи ăсталăхĕпе тачă çыхăнса тăраççĕ, авалхи тĕрĕн хитрелĕхне палăртаççĕ. Çавăнпа чăвашсен йăлана кĕнĕ эрешлĕхне, ĕç мелĕсемпе епле усă курнине тĕпчесе пĕлни питĕ кирлĕ.

Авалхи чăваш тĕррине, уйрăмлăхĕсене сăнаса тишкермешкĕн тĕпчевçĕсем XIX ĕмĕрпе XX ĕмĕр пуçламăшĕнче пухнă япаласемпе кăна усă курма пултараççĕ теме юрать. Музейсенче упранса тăракан хăш-пĕр эрешлетсе илемлетнĕ япаласем хушшинче XVIII ĕмĕрте тунисемте кăштах сыхланса юлнă. Вĕсем пир-авăра эрешлетсе капăрлатма чăвашсем тахçан авалах тытăннине кăтартаççĕ.

Сӳс-кантăр, çăм çип таврашĕпе чăваш хĕрарăмĕсем тахçантанпах усă курса пурăннă. Сӳс тума каптăрпа йĕтен акса ӳстернĕ. Авал чăвашсем килте хăйсем тĕртнĕ пиртен хитре тĕрĕсемпе илемлетсе çĕленĕ çи-пуçпа çӳренĕ. XVIII ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурпайĕнчи çулçӳревçĕ П. С. Паллас чăваш хĕрарăмĕн çи-пуçĕ пирки çапла çырса хăварнă: «Вĕсем, мăкша арăмесем пекех, тачка пиртен ăста çĕленĕ çи-пуç тăхăнаççĕ, ăна тĕрлĕ тĕслĕ, ытларах çутă кăвак, хĕрлĕ тата хура çипсемпе тĕрлесе илемлетеççĕ», — тенĕ.

Тĕрре килте тĕртнĕ пир çине, ытларах кантăр пирĕ çине, çăмран тата ӳсентăран сӳсĕнчен арланă çипсемпе тунă. Кунсăр пуçне, XVIII ĕмĕрте те, XIX ĕмĕрте те пурçăн çиппе тĕрлесси анлă сарăлнă. Вăл вăхăтра пасарсенче е тата çулçӳрекен усламçăсем пурçăн сутнă. Чăваш арăмĕсем ăна туяннă та арласа пĕветнĕ2. Ĕлĕк тĕрĕ çиппине кăна пĕветнĕ, çи-пуçа шурă пиртен çĕленĕ. Анатри чăвашсем улача çи-пуç çĕлесе тăхăнасси чылай кайран, XVIII ĕмĕрĕн вĕçĕнче пуçланнă, XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурпайĕнчен вара ытларах сарăлнă. Арланă çипе тĕрлĕ йывăç-курăк çеçки-тымарĕсемпе пĕветнĕ. Çуркунне-çулла хĕрарăмсем пĕветмелли курăксем пухнă, весен тымарĕсене кăкла-кăкла илнĕ. П. С. Паллас çырнă тăрăх, чăвашсем саратмашкăн сар çип ути (Adonis vernalis), эрĕмпе сар чечек (Genifta tinctoria) хутăшĕпе, симĕслетме тĕрлĕ çулçăллă талпиçенпе (Carduus hete rophyllus) усă курнă. Хĕретнĕ чух вара ытларах хĕрлĕ ути (Rubia tinctorum) юравлă пулнă. Типĕтнĕ хыççăн ăна килĕре тӳсе вĕтетнĕ е аларманĕпе авăртнă, кайран вара, шыв ярса, вĕри кăмакана лартнă. Тепĕр кунне татах шыв хушнă та нумайччен вĕретнĕ. Çирĕп сăрă пултăр тесе, кĕл янă. Çăма типĕте-типĕте таватă хутчен хĕрлĕ ути шывне чиксе кăларнă. Хĕрлĕ утисĕр пуçне хура çип утипе (Origanum) тата улмуççин çуркуннехи çамрăк çулçипе те пĕветнĕ. Ăна вĕретнĕ те пĕçернĕ салатпа хутăштарнă, унта шыв янă, çĕпре хушнă. Паллас çырса хăварни тăрăх, курăкпа пĕветнĕ япаласен тĕсе çусан та кайман3.XVIII ĕмĕр варринчи хĕрарăм кĕпи

Арланă çипе пĕветесси аталансах пынă. Тĕрлĕ тĕслĕ çиппе тĕрлесси пуçланса кайсан (XIX ĕмĕрте, XX ĕмĕр пуçламăшĕнче), ытларах сăрăсем кирлĕ пулнă. Паçăр асăннă «Чуваши» ятлă кĕнекере (143—145 стр.) япаласене мĕнле пĕветни çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă, курăксенчен тата минералсенчен тунă сăрăсемпе чăвашсем анлăн усă курни çинчен каланă. Чăвашсен авал тĕрĕ питĕ расна пулнă. Тум япалисене кашнине хăйне уйрăм терĕпе илемлетнĕ. Çи-пуçа илемлетсе капăрлатасси тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ пулнă.

Авалхи çи-пуçра чи капăрри — пир кĕпе. Унăн умне, аркине, çаннисене, хул çийĕсене тĕрĕпе питĕ капăрлатнă. Эпир те чăваш халăх тĕрри çничен хамăр сăмаха тĕрленĕ кĕперен, чи малтан капăр эрешпе илемлетнĕ хĕрарăм кĕпинчен пуçласа ярар.

Чăваш арăмĕн чи авалхи тĕрленĕ кĕпесемпе ытти тум япаласем Санкт-Петербургри Кунсткамера музейĕнче тата Раççей этнографи музейĕнче, Хусанти Тутар Республикин Наци музейĕнче, Шупашкарти Чăвашсен наци музейĕнче, тата ытти Раççей хулисенче сыхланса юлнă.

XVIII ĕмĕр варринче тата вĕçĕнче тăхăннăскерсем вĕсем. Ку кĕпесен кăкăр умне питĕ хитре эрешсемпе илемлетнĕ. Пурçăн с çăм хăюсем тыттарнă, вĕсен хушшине тĕксĕм хĕрлĕ пурçăн çиппе вĕтĕрен те вĕтĕ тĕрĕ тунă. Хăюсем ытларах тĕксĕм хĕрле, сахалтарах тĕксĕм сарă е тĕксĕм симĕс пулнă, вĕсем тĕрĕпе илемлĕ килĕшсе тăнă. Хăшпĕр кĕпесенче тĕрре кăкăр умне çуха кассинчен икĕ еннелле вырнаçтарнă, сулахай енне — пысăкрах тĕрĕ, пĕчĕкреххи — сылтăма.