Контент патне куҫ

Хутшăнаканăн канашлу страници:К.н.р.

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
Тема хуш
Wikibooks материалӗ

Абзатц тата текст

[тӳрлет]

Абзатц тата унăн функцийĕ

[тӳрлет]
Абзатц калăха шухăш аталанăвĕн уйрăм тапхăрсем çине пайламалли мел. Шухăш аталанăвĕн уцрăм тапхăрĕсене кăтартакан логика тĕлĕшĕнчен çыхăнакан предложенисем, синтаксис пĕрлĕхĕ абзатц тăвать.

"Абзатц" нимĕç сăмахĕ. Ăна икĕ пĕлтерĕшпе усă кураççĕ.

  • Çĕнĕ йĕрке, çырăну йĕркине ытти йĕркесенчен чакса темиçе сас палли çырмаллăх пушă вырăн хăварса çырни.
  • Çĕнĕ йĕркерен пуçласа тепĕр çĕнĕ йĕркене çитичченхи текст.

Абзатц тĕрлĕ функциллĕ пулать

  • Абзатц хăй умĕнхи шухăша тарăнлатса, сыпăнтарса е çĕнĕ енчен уçса парса çĕнĕ шухăш палăртать.
  • Абзатц содержанине курăмлăн, витемлĕн, паузăпа палăртма май парать. кашни çĕнĕ абзатц çĕнĕ шухăш пуррине пĕлтерет- экспрессиллĕ мел.
  • Абзатц синтаксис единицине композици тĕлĕшĕнчен хăйне йĕркелесе ритмикăлла строфасем тăвать.

Абзатц текст единици мар, ăна семантикăпа стиль категорийĕ тесе пăхаççĕ. Вăл текста сематика стиль тĕлĕшĕнчен пайланать. Ăна графика мелĕпе палартать.