Чăваш чĕлхинче миçе падеж?
Эпир шкулта вĕреннĕ чухне пире чăваш чĕлхинче ят, камăнлăх, пару, тăву, пĕрлелĕх, вырăн, туху падежĕсем пур тетчĕç. Каярахпа пару тата тăву падежĕсене пĕрлештерчĕç, асаннă список çумне çуклăх тата пирке текеннисене хушса хучĕç. Çапла вара йыш çиччерен саккăра çитрĕ. Акă çуклăх падежĕ текеннине илерха. Ят сăмах çумне -сăр, -сĕр аффиксем хушăнсан пулаканнине çапла калаççĕ. Лашасăр, ĕнесĕр, ĕçсĕр. ...Анчах та чимĕр-ха! Ара, сăмахсем -лă, -лĕ, -ллă, -ллĕ аффиксене те йышăнаççĕ-çке: лашаллă, ĕнеллĕ, ĕçлĕ .. Малтанхи тĕслĕхсенче "минуслă", иккĕмĕшĕнче "плюслă" лару-тăру сăнарланать. Ку вăл - пĕр медалĕн икĕ енĕ. Тĕлĕнтермĕш кунта акă мĕнре: -сăр, -сĕр аффиксем падеж тăваканнисем шутланаççĕ-тĕк, леш теприсем вара сăмаха улăштараканнисем "кăна" иккен. Ман шутпа, çакнашкал тĕлĕнтермĕшре тепĕр чăваш падежĕ "пытаннă", ăна пурлăх е харпăрлăх падежĕ теме пулать. /Иккĕмĕш вариант ăнăçлăрах, мĕншĕн тесен "пурлăх" сăмах "богатство", "добро", "имущество" пĕлтерĕшпе те çӳрет/.
Акă тата аффиксен тепĕр ĕречĕ: -ла, ле, -лла, -лле. Сăнаса пăхни çакна çирĕплетет: кусем те падеж тăваканнисемех! Çакна танлаштару падежĕ тейĕпĕр. Унăн ыйтăвĕсем: камла? мĕнле? камсемпе? мĕнсемпе?
Кунсăр пуçне ман куçа тата хăлхана тепĕр падеж та "тăрăнать". Сăмах -чен, -ччен аффиксем пирки пырать: паянччен, Атăлччен, вуннăччен, кушакчен, пӳртсемччен. Ыйтăвĕсем: камччен? мĕнччен? камсемччен? мĕнсемччен? Кăна эпир хальлĕхе чикĕ падежĕ тейĕпĕр.
Çапла вара чăваш падежĕсен йышĕ вун пĕре çитрĕ. Калас пулать, агглютинативлă чĕлхе пулнă май, чăваш чĕлхинчи ят сăмахсем çумне çыпçăнма пултаракан аффиксен йышĕ самаях пысăк. Чăн та, вĕсенчен кашнинех "падежăн" теме çук. Кунта çирĕп критерисем кирлĕ. Паллах, тĕпри, варринчи ыйту çакăн пек: мĕн вăл падеж?
Калăпăр, аффикс кашни ят сăмах çумнех "çыпăçасшăн мар" пулсан, ăна "падежăн" теме "иртерех" пуль. Акă эпир аннев, аттев, Ирав, Сашшав тетпĕр-ха. Куратпăр ĕнтĕ, кунта -в аффикс пур, анчах та вăл ă, ĕ тата хупă сасăсемпе пĕтекен сăмахсен çумне хушăнмасть. Танлаштарăр: аппав, пиччев, йăмăк -/?/, шăллăм -/?/. Ку "чĕнӳ падежён универсаллăхĕ çук. Çавăнпа ăна, ăнлава, кавычкăсемпе хупма тиврĕ те.
Эстон чĕлхинче - 15, Дагестанри табасарансен чĕлхинче 52 падеж теççĕ. Ман шутпа, чăваш чĕлхинчи падежсен йышĕ 10-ран кая мар.
Асăннă ыйту татăлсах пĕтменни хамăр лару-тăрăва тутарсен чĕлхе пĕлĕвĕпе танлаштарсан та аванах курăнать. Тутар чĕлхинче айăплав /вырăсла "винительный" теççĕ/ падежĕ пур. Чăвашăн вăл çук. Çав вăхăтрах тутарсем пĕрлелĕх, пирке падежĕсемсĕр пурăнаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсен ку тĕлĕшпе сингармонизм саккунне пăхăнман татăксем /пĕлен, ĕччен/ пур. Чи кăсăкли, шухăшлаттараканни вара çакă: тутар чĕлхеçисем хăйсен чĕлхинче паянхи кун та çуклăх падежне палăртмаççĕ: -сыз, -сез аффиксем /чăваш чĕлхинчи -сăр, -сĕр аффиксен ТУЛЛИ аналогĕсем!/ паллă ячĕ тăваканнисен йышĕнче тăраççĕ. "Падежлăх" шайнех хăпарса çитеймен теççĕ-ши? Тӳррипе каласан, çулерех палăртрăмăр ĕнтĕ, пирĕн чĕлхеçĕсем те нумая пулмасть çеç-ха çуклăх падежне саккунлă вырăн пачĕç. Анчах та "А" терĕн-тĕк, малалла "А" тесе те каламах тивет: çуклăх падежне "саккуна" кĕртрĕн пулсан, "пурлăх" /харпăрлăх"/ падежне те манса ан хăвар! Ара, вĕсем йĕкĕреш пекех-çке-ха!
Чĕлхеçĕсем мана суйма памĕç: хар-пăр чĕлхери падежсен йышĕ аналитикăлăх, синтетикăлăх текен пулăмсемпе тачă çыхăннă. Калăпăр, акăлчан, француз чĕлхисенче аналитикăлăх малта тăрать. Çавăнпа та французсен падежсем пачах çук, акăлчансем икĕ падежпа çырлахаççĕ /вĕсенчен пĕри - сайра усă кураканскер тата!/.
Чăваш чĕлхи - синтетикăлла чĕлхе. "Синтез" тума пулăшаканнисем - падеж аффиксĕсем.
Пăхса тухнă ыйту - теори сĕмĕллĕскер. Анчах та вăл пирĕн кулленхи пурнăçа та вирлĕн пырса тивет. Çавăнпа та ун пирки хаçат вулаканĕсене çырса пĕлтересех терĕм. Кăсăкланакансем тупăнаççех! Элли ИЛЛЕ,"Хыпар", 203 №, 2005, юпа, 18