Контент патне куҫ

Эмине сăввисем

Wikibooks материалӗ

Хура-тур лашине

Хура-тур лашине
Тытма пĕлес пулать,
Тытма пĕлес пулать анчах мар;
Тытма пĕлес пулать,
Кӳлме пĕлес пулать,
Унсăрăн çула çухатан.
Ыр тăвансем патне
Кайма пĕлес пулать,
Кайма пĕлес пулать, анчах мар;
Кайма пĕлес пулать,
Килме пĕлес пулать,
Унсăрăн тăван сивĕнет.
Хура-тур лашине
Пăхма пĕлес пулать,
Пăхма пĕлес пулать анчах мар;
Пăхма пĕлес пулать,
Савма пĕлес пулать,
Унсăрăн утна çухатан...
Тăван, ай, халăха
Савма пĕлес пулать,
Савма пĕлес пулать анчах мар;
Савма пĕлес пулать,
Ыр ĕç тăвас пулать,
Унсăрăн ятна çухатан.


Ĕнтĕ çил çаврăнать, çил çаврăнать

Ĕнтĕ çил çаврăнать, çил çаврăнать
Шĕшкĕех те тĕми авăнать.
Шухăшламан чухне, шухăшăм çук,
Шухăшласан пуçăм çаврăнать.
Вуникĕлле явнă чĕн чăпăркка
Явкаланать лавçă аллинче.
Ай-хай çинçе пуçĕм, çамрăк пуçăм,
Авкаланать çич ют аллинче.
Ĕнтĕ пĕлĕт юхать, пĕлĕт юхать,
Тата мĕн çăвасси пур-ши-ха.
Ĕнтĕ пуçăм çамрăк, ăсăм кĕске,
Тата мĕн курасси пур-ши-ха.


Хĕрсем утă çулма тухса каяççĕ

Хĕрсем утă çулма тухса каяççĕ,
Умĕсене шурă саппун çакаççĕ.
Эп ют кас ачипе калаçнăшăн
Хĕрсем кураймасăр тăраççĕ.
Уйăх çути çутă çутатать иккен,
Ун çутипе çӳреме пулать иккен,
Ман чуна савни çунтарать иккен,
Тăшманран та вăйлăрах иккен.
Сад пахчинчи кĕрен мăкăнь чечекне
Пĕр кас çумăр çуса йĕпетсе кайрĕ.
Ăш пусаракан чунăм савнине
Тăшман килсе уйăрса кайрĕ.


Ман аллăмра икĕ шур тутăр

Ман аллăмра икĕ шур тутăр.
Иккĕшĕнче — икĕ саркайăк.
Юрлас тесен — йĕреп,
Йĕрсен — юрлап.
Мĕншĕн эпĕ кайăк пулман-ши.
Пире иксĕмĕре, савнă тусăм,
Мĕншĕн пĕрле пулма çырман-ши.


Çĕртен-шывран асли çук

Çĕртен-шывран асли çук,
Атте-аннерен пахи çук.
Тавах тăван аттене
Пире савса пăхнăшăн.
Тавах тăван аннене
Кăкăр парса ӳстернĕшĕн.


Ют кайăка усрама

Ют кайăка усрама
Пирĕн улăх ытла мар,
Хăш çĕртен вĕçсе килтĕр
Унталлах кайса пĕтĕр.
Ют йăлана юрама —
Хамăр йăла начар мар.
Хăш çĕртен ютсем килтĕр —
Унталлах кайса пĕтĕр.
Хамăр çĕр хамăр асра,
Мĕншĕн парас тăшмана?
Турă панă çĕршывра
Хамăр ларар хуçара!
Атте-анне сăмахне,
Аслаттейсен чĕлхипе
Тутарсемшĕн манас мар,
Хыт чĕреллĕ пулас мар.


Пире пылпа хаклаççĕ

Пире пылпа хаклаççĕ
Тутар тĕнне йышăнма.
Мулласем калаççĕ:
«Кăркка пĕсехи чăпар,
Аллах ырлăхне курар!»
Пире турăшпа хăвалаççĕ
Христус тĕнне йышăнма.
Пупсем калаççĕ:
«Кăркка пĕсехи чăпар,
Туррăн телейне тупар!»
Пире хĕçпе хăвалаççĕ
Патша умне пуç тайма.
Салтаксем калаççĕ:
«Пăшал парар, хĕç парар,
Патша парнине чăтар!»
Тутар тĕнĕ, патша мурĕ —
Пире ним те кирлĕ мар.
Христус турă — ырă турă,
Эс те пире кирлĕ мар.
Атте-анне йăлипех
Пурăнар виличченех.