Эсперанто? Мĕн тума кирлĕ?/Мĕн вăл эсперанто?

Wikibooks материалӗ


Мĕн вăл эсперанто?[тӳрлет]

Эсперанто – çынсем усă куракан чĕлхесенчен пĕри. Тĕрлĕ нацисен чĕлхисем пек пиншер çул аталанман вăл, ăна XIX ĕмĕр варринче Людовик Лазарь Заменгоф шутласа кăларнă (1887 çул).Паянхи кун чĕлхе аталанăвне Эсперанто Академийĕ тĕрĕслесе тăрать. 120 çул ытла аталаннă хыççăн эсперанто чĕлхипе кирек епле чĕлхе стилĕнче те усă курма пулать. Эсперанто пахалăхĕсенчен пĕри — ăна вĕренме çăмăл пулни.

„Эсперанто чĕлхин шалти идейи çапла: нейтраллă чĕлхе çинче никĕсленсе халăхсем хушшинчи хÿмене тĕп тăвас, пурне те пĕр-пĕрне тăван пек курма хăнăхтарас.” (Л. Заменгоф, 1912)