Интернетра информаци шыравĕ/Кĕнекесене шырани

Wikibooks материалӗ

Кĕнекесене шырани -



Кĕнеке шыракан ятарлă сервиссем[тӳрлет]

FindBook.ru кĕнеке шыравĕ[тӳрлет]

FindBook.ru шырав системи Раççейри Интернет-магазинсенчи кĕнеке шыравне ансатлатать. Кирлĕ кĕнекене çăмăллăн тупас тесен автор хушаматне палăртмалла.

Google кĕнеке шыравĕ[тӳрлет]

Кĕнекесене Google кĕнеке шыравĕ сервиспа усă курса шыраса тупма пулать. Google кĕнеке шыравĕнче тĕрлĕ кĕнеке тупма çăмăл: медицина, культура, спорт, вĕренÿ енĕне.

Тĕп сăмаха е сăмах майлашăвне шырав анине çырăр. Унăн тĕп хыпарĕсемпе паллашас тесен кĕнеке ячĕ çине пусăр. Çавăн пекех кĕнекен темиçе фрагментне пăхма пулать. Издатель е кĕнеке авторĕ пĕр е темиçе страницăпа паллашма ирĕк пама пултарать. Енчен те кĕнекен автор прависем хÿтĕленмен пулсан ăна туллин те пăхса тухма пулать. Çак шырав функцине пула кирлĕ кĕнекене тупма май пур. Интернет-мăкаçейсен сайчĕсене куçса кĕнеке туянма "Çак кĕнекене туянас" кĕпер çине пусмалла. Чылай чухне "Вулавăшра шырас" кĕпер урлă кирлĕ кĕнеке пур çывăхра вырнаçнă вулавăша тупма пулать.

Хальхи вăхăтра чылай кĕнекене кăларакансенчен е авторсенчен Google кĕнеке партнер программипе е партнер-вулавăшсенчен Вулавăш проекчĕпе илме пулать.

Юлташ программи - хăйсен кĕнекисене сĕнекен авторсене е кĕнеке кăларакансене пулăшакан интерактивлă кĕнеке маркетинг программи. Издателсемпе авторсем кĕнекисене сканерласа шутпаллиллĕ тулашне куçараççĕ, кайран кĕнеке шалашне кирлĕ вырăна вырнаçтараççĕ. Çакă йăлтах тÿлевсĕр. Ытларах кĕнекен тулли мар шалашĕпе паллашма май пур.

Вулавăш проекчĕ хăш-пĕр вулавăшсемпе çыхăну тытать. Унта сканерланă кĕнекесене каталог евĕр йĕркелеççĕ. Кĕнеке ирĕклĕ пулсан унпа туллин паллашма пулать.

Кĕперсем[тӳрлет]