Microsoft Word

Wikibooks
Microsoft Word 2007 докуменчĕ

Microsoft Word программипе паллаштаракан ирĕклĕ викикĕнеке. Кунта эсир пур страницăсене тÿрлетме, лайăхлатма тата çĕннисене хушма пултаратăр. Интернетра информаци шыравĕ викикĕнекепе усă курса кирлĕ информацине тупма пултаратăр.

Microsoft Word (час-часах MS Word, WinWord е Word) — çырма, пăхма тата тÿрлетме май паракан, çав хушăрах локаллă таблицăсемпе усă куракан компьютер программи. Вăл Microsoft корпорацийĕн w:Microsoft Office пуххинче тухса тăрать.

Унăн чи пĕрремĕш версине 1983-мĕш çулта Ричард Броди (Richard Brodie) DOSпа усă куракан IBM PC валли çырса кăларнă. Каярахпа вара SCO UNIX валли Apple Macintosh (1984) тата Microsoft Windows (1989) тухма тытăннă.

Кун-çулĕ[тӳрлет]

Пуçламăшĕ[тӳрлет]

Microsoft Word аталанма Bravo оригиналлă çыруллă процессор нумай пулăшнă (ăна «Xerox PARC» тĕпчев центрĕ шутласа кăларнă). Bravo авторĕ Чарльз Симони (Charles Simonyi) 1981-мĕш çулта пĕрле ĕçленĕ Бродипе иккĕн PARC обществăран тухса каяççĕ.

MS-DOS валли çырнă пĕрремĕш Word 1983-мĕш çулта тухнă. Анчах та ăна суту-илÿ шайĕнче хапăл туса кĕтсе илмен. Çапах та 1985-мĕш çулта Макинтош валли çырса кăларнă верси анлă сарăлма пултарнă. Тепĕр икĕ çултан «Macintoshăн Word 3.01» тата та вăйланнă (3.0 версире йăнăшсем нумай пулнишĕн улăштарнă). Ытти программлă обеспеченисем евĕр Макинтош валли çырнă Word та пĕтĕмпех w:WYSIWYG-редактор шутланнă («What You See Is What You Get» — «мĕн курап, çавна илеп»).

w:MS-DOS графикăллă хуплашкасăр çыруллă операци системи пулин те, w:DOS валли IBM PCăн çырăва улăштарма май паракан Word чи пĕрремĕш çыруллă редактор пулса тăнă (сăмахран, курсивлă шрифпа усă курни). Анчах ăна WYSIWYG-редактор тесе калама ытлашши йывăр. Ăна евĕр çыруллă процессорсем (w:WordStar тата w:WordPerfect) çырăва улăштарма çăмăлрах кодсемпе усă курнă, çавăнпа та вĕсен çырăвĕ хăш-пĕр чухне тĕрлĕ тĕслĕ пулнă.

Нумай чухне w:DOS программăра йывăр пускăчсен пĕрлĕхĕсемпе ĕçлемелле пулнă. Çавăнпа та ытларах WordPerfect программипе усă курнă.

1990—1995 çулсем[тӳрлет]

w:Windows валли хатĕрленĕ Wordăн пĕрремĕш версине 1989-мĕш çулта 500 доллăрпа сутнă. Вăл Macintoshри нумай функцине хăйне валли илнĕ. Тепĕр çултанах Windowsăн 3.0 версийĕ çĕнелсе тухма пултарнă - ку вара WordPerfect программăна пĕтерсе хунă. Çакăн хыççăн Wordăн урăх унпа танлашма пултаракансем те пулман. Çулсерен программа çĕнелсех пынă - ÿкермелли тĕрлĕ хатĕрсем тата ытĕтеĕ кĕрсе пынă.

Хальхи вăхăтра[тӳрлет]

w:Microsoft Word - чи паллă çыруллă процессор шутланать, унсăр пуçне вăл тахçанах документсен тĕслĕхлĕ шаблонĕ пулса тăнă. IBM PCри «w:doc» расширени Wordăн 97—2000-мĕш çулсенчи версийĕсен ятарла формачĕ пулнине пурте хăнăхса çитнĕ. Нумай çыруллă процессорсем экспорт тата импорт пурнăçлакан фильтрсемпе усă кураççĕ. Тĕрлĕ версисен формачĕсем улшăнсах тăраççĕ. Çавна пула кашни çĕнĕ формат киввисене уçма пултарайманнине асра тытмалла. Нумаях пулмасть, ку уйрăмлăхсем çинчен тĕплĕнрех 2008-мĕш çулхи Microsoftра çырса кăтартнă.

Word Microsoft Officăн ытти приложенийĕсем пекех хăйĕн функцийĕсене аталантарма пултарать. Кăна валли 97-мĕш çулхи Wordра w:WordBasic усă курнă, халĕ вара w:Visual Basic чĕлхи пулăшма пултарать. Анчах та çакă тата çăмăллăнах документра вируссем çырма май парать (сăмахран, «w:макровируссем», вĕсен шутне Melissa-вирус эпидемийĕ кĕрет). Вĕсенчен сыхланма Wordра кирлĕ параметрсене манмалла мар («Сервис>Макрос>Безопасность…»). Çавăн пекех антивирус программисемпе усă курма хушаççĕ. Microsoft Wordа сиенленĕ чи пĕрремĕш вирус 1994-мĕш çулта Джĕ МакНамарой шутласа кăларнă w:DMV ятлăскер пулнă. Ăна вăл ятарласа макровируссем пуррине кăтартма тупнă. Чи анлă сарăлса нумай сиен кÿнĕ вирус вара — w:Concept (ку эпидеми 1995-мĕш çулта

Сăнташсем[тӳрлет]

MS-DOS валли сăнташсем:

  • 1983 чÿк уйăхĕ — Word 1;
  • 1985 — Word 2;
  • 1986 — Word 3;
  • 1987 — Word 4, (PC валли Microsoft Word 4.0 );
  • 1989 — Word 5;
  • 1991 — Word 5.5.

Apple Macintosh валли сăнташсем:

  • 1985, кăрлач уйăхĕ — Word 1;
  • 1987 — Word 3;
  • 1989 — Word 4;
  • 1991 — Word 5le;
  • 1993 — Word 6;
  • 1998 — Word 98;
  • 2000 — Word 2001 Mac OS 9 версипе хутшăнаканни;
  • 2001 — Word v.X, Mac OS X валли чи пĕрремĕш верси;
  • 2004 — Word 2004;
  • 2008 — Word 2008.

Microsoft Windows валли сăнташсем:

  • 1989, чÿк уйăхĕ — Word;
  • 1991 — Word 2;
  • 1993 — Word 6;
  • 1995 — Word 95, урăхла Word 7;
  • 1997 — Word 97 , урăхла Word 8;
  • 1999 — Word 2000, урăхла Word 9;
  • 2001 — Word 2002 е Word 10;
  • 2001 — Word XP;
  • 2003 — Word 2003, урăхла Word 11, официаллă ăна Microsoft Office Word 2003 теççĕ;
  • 2007 — Word 2007, чи çĕнĕ OOXML (docx) форматлă система.

SCO UNIX валли сăнташсем:

  • Microsoft Word , Release 5.1.

Вĕрентÿ виçисем[тӳрлет]