Массăллă информаци хатĕрĕсен техника тата технологийĕ

Wikibooks материалӗ

Ку массăллă информаци хатĕрĕсен техники тата технологийĕпе паллааштаракан ирĕклĕ викикĕнеке. Тархасшăн, пур страницăсене тÿрлетме, лайăхлатма тата çĕннисене хушма ан вăтанăр. Интернетра информаци шыравĕ викикĕнекепе усă курса кирлĕ информаци кăкĕсене тупма пултаратăр.

"Массăллă информаци хатĕрĕсен техника тата технологийĕ" викикĕнекере хаçат-журнал кăлармалли, телекурăмпа радиохыпарлав тата веб сайчĕсем дизайн тăвасси техника тата технологи пирки çырнă.

Кÿртĕм[тӳрлет]

Юлашки ĕмĕрсем тăршшĕпех кашни пысăк техника ăслайĕ масăллă информаци хатĕрĕсен технологи улшăнăвĕсем патне илсе килнĕ. Çĕнĕ массăллă информаци хатĕрĕсем (масс-медиа) çуралнă, пур МИХсен техники çĕнелсе пынă. Массăллă информаци сутакан журналистсем хушшинчи конкуренци уссе пынине кура техника çĕнĕлĕхсене часрах кĕртме тăрăшнă.

XX ĕмĕр вĕçĕнче массăллă информаци арчисем (хаçат, журнал, радиокăларăм, телекăларăм, веб сайт) дизайн технологийĕ вăйлă улшăннă. Ăнă кура МИХ кăларăмĕсен пахалăхĕ, тунин хăвăртлăхĕ ÿсрĕ, кăларăмсен хакĕ чакнă. Хальхи вăхăтра масс-медиа шутпаллилĕ технологийĕ куçăвĕ журналистсен умĕнче çĕнĕ мехел уçать.


Паянхи МИХ кăларăмĕсене усă куракансем Таврăну механизмĕ урлă хăйсен шухăшсене пĕлтерме пултараççĕ. Ăна кура МИХсене хăш чухне «Массăллă коммуникации хатĕрĕсем» ят параççĕ.

Хальхи журналистикăна пичетленекен (хаçат-журнал) тата электрон (телекурăм, радиохыпарлав, Интернет-журналистика) журналистикăна уйăраççĕ. Электрон МИХсен шутне тата пичетленекен хаçат-журналсен интернет версийĕсене кĕртеççĕ.

Усă курнă технологи енчен журналистикăн пилĕк тĕсĕ пур:

Çак журналистика тĕсĕсем пăтрашăнма пултараççĕ. Тĕслĕхрен, хашь пĕр радио тата телекăларăмсене Интернет урлă та кăтартаççĕ. Веб сайт валли çырнă статьясене вара хут хаçатсенче пичетлеççĕ.

Çынна тата халăха электрон МИХсен витĕмĕ ÿсни Канада тĕпчевçине М. Маклюэна калама хистенĕ: „Халăх тытăнăвĕ коммуникаци шалашĕнченех мар, массăллă коммуникаци хатĕрĕсен несĕллĕхĕнчен ытларах килет” (1967). Тата вăл каланă сăмахсем: «Хыпар меслечĕ вăл хыпар» çынсем пĕр информацине тĕрлерен туйни хыпар меслетĕнчен килнине пĕлтерет.

Викикĕнеке тытăмнĕ кÿртĕм, тăватă уйрăм, хыç сăмах кĕрет. Кашни уйрăмра пĕр-пĕр журналистика тĕсĕ пирки çырнă.

Пичетлĕ периодика кăларăмĕсен тухасси техники тата технологийĕ[тӳрлет]

Пичетлĕ периодика кăларăм хут çине пичетленет. Кăларăмсен шучĕ кашни çул тăтăш тухса тăрать. Кăларăмсем шалашĕпе улшăнса тăраççĕ, анчах ячĕпе тулашĕ пĕрешкел. Кашнин кăларăмăн номерĕ пур е кăларнă вăхăчĕ палăртнă.

Хаçат ĕçĕнче прогресс пуçламĕшĕ И. Гутенберг ăславĕпе çыхăннă.

Вăл хускавлă литерĕсенчен пичет тулашĕ тунă. Унчен кĕнекесене йывăç е металл хăмасемпе усă курса пичетленнĕ. Çав хăмасенче сас паллисене касса кăларнă.

XX ĕмĕр вĕçĕнче пичетлĕ периодика кăларăмĕсен технологийĕнче тĕп улшăнусем пулса иртрĕç. Çĕнĕ системисем кăларакансен ĕçне тĕпрен улăштарнă. Ăна пула периодикăлă пичет кăларăмсен хатĕрленĕвĕ хăвăртрах тата йÿнрех пулса тăчĕ. Пичетлĕ МИХ кăларас процессĕ пичет умĕнхи, макет тавасси, калăпласси, пичет тата пичет хыççăнхи ĕçсене кĕртет.

Техника тата компьютер программисем[тӳрлет]

Технологи[тӳрлет]

Ĕç-хĕл[тӳрлет]

Тата пăхăр[тӳрлет]

Викистатьясем[тӳрлет]

Викикĕнекесем[тӳрлет]

Литература[тӳрлет]

Журналистикăра фотографи ÿкересси техники тата технологийĕ[тӳрлет]

Журналистика ĕç-хĕлĕн хăйевĕрлĕхĕ фотографи ÿкересси технологийĕ витĕмлĕх кÿрет.

Журналистикăра фотографи хăй вăхăтăнче пĕлтерĕшлĕ. Фотографи лару-тăрăва çителĕклĕ тĕрĕс кăтартмаллă, вулакана е куракана пулса иртнин несĕллĕхне памалла. Фотографăн хăй тĕллĕн тунă фотографисем çине улшăнусем кĕртме юрамасть, ун чăн пуррине кăтартмалла. Анчах та ултавлă фотографисем те тĕл пулаççĕ. Тăслăхрен, 2006 çулта, утă уйăхĕн 31-мĕшĕнче Кана Ливан хулинчен фотографисемпе харкашу пулса иртрĕ. [1]

Техника тата компьютер программисем[тӳрлет]

Технологи[тӳрлет]

Ĕç-хĕл[тӳрлет]

Тата пăхăр[тӳрлет]

Викистатьясем[тӳрлет]

Викикĕнекесем[тӳрлет]

Литература[тӳрлет]

Радиохыпарлав тата радиокăларăм кăларассин техники тата технологийĕ[тӳрлет]

Электрон массăллă информаци хатĕрĕсенчен пĕрремĕшĕ радио пулнă. Тоталитарлă патшалăхсенче (Совет Союзĕ, Нацист Германи тата ытти те) халăха пропаганди тата йăпату ĕçĕнче радио пысăк пĕлтерĕшне ăнланнă.

Германин халăх вĕрентĕвĕ тата пропаганда рейхсминистрĕ Пауль Йозеф Геббельс радио ертсе пыраканăн икĕ тĕп тĕллеве пурнăçламалли çинчен каланă: „халăха çĕнĕ хыпарсемпе паллаштарасси, ăна йăпатасси тата лăплантарасси. Идеологи ĕçĕпе йăпатланасси киллĕшсе тăмалла”.

Техника тата компьютер программисем[тӳрлет]

Технологи[тӳрлет]

Ĕç-хĕл[тӳрлет]

Тата пăхăр[тӳрлет]

Викистатьясем[тӳрлет]

Викикĕнекесем[тӳрлет]

Литература[тӳрлет]

Телекăларăм тата телекурăм тăвасси техника тата технологи[тӳрлет]

Тележурналистика — журналистика тĕсĕ. Вăл журналистика ытти тĕсĕсенчен усă куракан техника тата технологи тĕлĕшĕнчен уйрăлса тăрăть. Тележурналистика тĕп тĕллевĕ — телекăларăмсем туса куракансене паллаштарасси.

Телекурăм та телекăларăм[тӳрлет]

Телекурăм та телекăларăм вăхăчĕ хĕсĕк. Чи первайхи телекурăм структуриĕн контурне вещани сеткиĕ теççĕ. Вăхăт çине пăхса, телестуди уйрăм передачăсем пăхса тухать. Программăна пăхса тухни передачăсем мĕнле тухмаллине, куракансене мĕн панине кăтартса парать, çавăнпа та вăл питĕ кирлĕ ĕç. Телестудин ĕç ерки павиьонсенече тата ÿкернĕ çĕрте пурнăçланать.

Телевидени 20 мĕш эмĕрте çуралса кайнă. Анчах тĕпчеме ăна 1930 мĕш çул пуçламăшĕнче çеç тытăннă. Чи первай телевизорсем хурапа шурăлла çеç кăтартма пултарнă, кайран тин 50 мĕш çулсенчен Америкăра унтан ытти çĕрсенче телевидени тĕрлĕ теспе кăтартма пуçланă. Хальхи вăхăтра цифровой телевидени çине куçма тăрăшаççĕ.

Техника тата компьютер программисем[тӳрлет]

Технологи[тӳрлет]

Тележурналистика телекурав технологипе ĕçлет. Телекурав технологийĕ сăнарсене тата сасăсене (кĕвĕ, калаçу) куракансем патне радиосигнал (эфир телекурăмĕ) е электросигнал (кабель телекуравĕ) урлă çитерет. Телекăларăмсене ятарлă павильонсенче е натура ÿкерÿре хатĕрлеççĕ.

Цифрăллă телекурав[тӳрлет]

Пĕтĕм тĕнчери çĕр-шывсем майĕпен цифрăллă телекурăм çинелле куçса пыраççĕ. 2015 çула вара Раççейпе Китай пĕтĕмпех цифрăллă телекурăм çине куçма шут тытнă.

Цифрăллă телекурăмра чи лайăххи-ÿкерчĕксем тата сасă пысăк пахалăхпа уйăрăлса тăраççĕ аналогпа танлаштарсан. Тата тепĕр енчен-радиохумĕн диапозонне кăларни, ăçта кайран çĕнĕ проводасăр тетел тума пулать.

Ĕç-хĕл[тӳрлет]

Тата пăхăр[тӳрлет]

Викистатьисем[тӳрлет]

Викикĕнекесем[тӳрлет]

Литература[тӳрлет]

Интернет сервисĕсен техники тата технологийĕ[тӳрлет]

Интернет усăçĕсем ÿснипе журналистика тата ытларах интернет кăларăмĕсене куçать. Хальхи вăхăта çак журналистикăри улшăнăвĕсене Интернепа нумайĕн усă куракан патшалăхсенче асăрхама пулать.

Интернет-ри сервисĕсем (акăл. Functions of Internet) протоколсемпе тата интерфейсемпе улшăнса тăраççĕ.

Техника тата компьютер программисем[тӳрлет]

Технологи[тӳрлет]

Ĕç-хĕл[тӳрлет]

Тата пăхăр[тӳрлет]

Викистатьясем[тӳрлет]

Викикĕнекесем[тӳрлет]

Литература[тӳрлет]

Хыç сăмах[тӳрлет]

Çак кĕнекере „МИХ техника тата технологийĕ” темисене тытăмĕ кăтартнă. Журналистикăн кашни тĕсĕн онлайн тата офлайн информаци кăкĕскене палăртнă.


Хушăмсем[тӳрлет]

Литература[тӳрлет]

Пичетлĕ версисем[тӳрлет]

Электронлă версисем[тӳрлет]

Тата пăхăр[тӳрлет]

Викистатьясем: